Шупашкарти 4-мӗш гимнази валли директор пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпех шыраҫҫӗ. Унтанпа Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ виҫӗ конкурс ирттернӗ. Анчах виҫҫӗшӗ те пулса ҫитеймен. Мӗншӗн тесен 2 заявкӑран сахалрах килнӗ.
Палӑртмалла: гимназире юлашкинчен директорта ӗҫленӗ Андрей Михайлов пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче отставкӑна кайнӑ. Хальхи вӑхӑтра директор тивӗҫӗсене Фея Захарова пурнӑҫлать.
«Шупашкарти хыпарсем» (выр. «Чебоксарские новости») хаҫата халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – 30 ҫулти Елена Леонтьева.
Унччен унта Лариса Буланкина тӗп редактор пулнӑ. Ҫу уйӑхӗнче ӑна тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.
Елена Леонтьева – Мусквран, Леонтьевсен продюсер центрӗнче ӗҫленӗ. Ку эрнекун тухнӑ хаҫатра тӗп редактор хаҫатран хальхи йышши медиацентр тӑвасси пирки пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗнче тӑрӑшнӑ Александра Бочкарёвӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Александра Сергеевна Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Республика ертӳҫи Олег Николаев утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ йышӑнура хӗрарӑма ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине каламан. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
Ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Иван Филиппова ҫирӗплетнӗ. Иван Михайлович унччен Элтепер пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ.
Ӳнер музейӗн директорӗ малашне те Геннадий Козлов пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна ку должноҫрен кӑларнӑ. Ахӑртнех, ку контракт вӗҫленнипе ҫыхӑннӑ. Иртнӗ эрнере вара Ӳнер музейӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана каллех Геннадий Козлов йышӑннӑ.
Геннадий Васильевич Тӑвай районӗнчи Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн директорӗнче вӑл 20 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи.
«Ядринмолоко» предприятире ҫӗнӗ производство линийӗ хута янӑ. Кӑҫал предприяти ҫӗнӗ технологи оборудованийӗ туяннӑ.
Тӑпӑрчӑна хутаҫа тултаракан участокра талӑкра 5 тоннӑна тултарса ӗлкӗрме пулать. Автомат лини услам ҫӑва пӗр минутра 70 хутаҫа тултарса хума май парать. Унсӑр пуҫне предприятире шыва сивӗтмелли хатӗр те пур.
«Ядринмолоко» предприяти производствӑна ҫӗнӗ оборудованипе пӗрмай пуянлатса тӑрать. Унта тӑрӑшакансене те ӗҫ укҫине аван тӳлесе тӑраҫҫӗ.
Етӗрнери сӗт заводне Сергей Токубаев ертсе пырать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ, Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Максим Матросов 50 ҫул тултарнӑ.
Филармонире палӑртнӑ тӑрӑх, Максим Юрьевича пула Чӑваш Енӗн культура пурнӑҫӗ ҫӑлкуҫ пек тапса тӑрать, асра юлмалла пултарулӑх пулӑмӗсемпе пуян.
Максим Матросов И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тата аспирантурӑра вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче корреспондент, Шупашкар хула администрацийӗнче ҫамрӑксен тата культура енӗпе специалистра, Чӑваш Енӗн Президенчӗн Администрацийӗн информаципе аналитка пайӗнче тӑрӑшӑ, Чӑваш Енӗн туризм тата культура центрӗнче (халӗ Чӑваш Енри труизма аталантарс енӗпе ӗҫлекен агентство) директорӗ пулнӑ. Филармони директорӗ пулма ӑна 2021 ҫулта шаннӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫсан та ӗҫсӗрлӗх пособине илсе тӑнӑ.
Ӗҫпе тивӗҫтерекен центра вӑл 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче учёта тӑнӑ. Унта ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗччен тӑнӑ чухне 50 пине яхӑн тенкӗ пособи илсе тӑнӑ. Кӑштахран вӑл ӗҫе вырнаҫнӑ, анчах центра ҫавӑн пирки пӗлтермен. Центртан илсе тӑнӑ пособи, пӗр енчен, ытла пысӑк суммах та мар. Ҫапах ун пек хӑтланма юрамасть.
Пӑтӑрмаха прокуратура тупса палӑртнӑ. Вӑлах тӗрӗслев материалӗсене право хуралӗн органӗсене пуҫиле ӗҫ пуҫарма ярса панӑ.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта "Звениговский" тулли мар яваплӑ обществӑн предприятийӗ уҫӑлнӑ. Унта 120 ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.
Предприятире аш-какай тирпейлемелли, ҫурмафабрикатсем тумалли, кондитер тата ҫӑкӑр-булка пӗҫермелли цехсем пур.
Хальлӗхе пӗр талӑкра 40 тонна продукци туса кӑлараҫҫӗ. Малашне ку виҫене 100 тонна таран ҫитересшӗн.
Улатӑр хула администрацийӗнче пӗр уйӑха яхӑн ӗнтӗ пуҫлӑх ҫук. Ертӳҫӗ тилхепине хальхи вӑхӑтра Елена Ермолаева вӑхӑтлӑха пурнӑҫласа пырать. Унчченхи пуҫлӑх Д.В. Трифонов ҫемҫе пукана ирнӗ уйӑхӑн 29-мӗшӗнче пушатнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хула администрацийӗ валли пуҫлӑха суйламалли конкурс комиссине республика шайӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян вырнаҫтарнӑ.
РФ Налук службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Вӑл – Николай Гусев.
2015-2022 ҫулсенче ку должноҫе Марина Петрова тытса пынӑ. Унтан ку пукан пушӑ пулнӑ, Марина Петровӑна ертӳҫӗ ҫумӗ туса хунӑ. Ҫӗртмен 5-мӗшӗнче ӑна Мари Эл управленине пуҫлӑха лартнӑ. Ӗнер вара Чӑваш Енри управленин ҫӗнӗ пуҫлӑхӗ Николай Гусев ӗҫлӗме пуҫланӑ.
Николай Гусев 1977 ҫулта Ӗренпурта ҫуралнӑ. Унти налук органӗсенчех ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |